Чӑваш чӗлхи
![]() Трибуна умӗнче — Ева Лисина Паян Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче «Чӑваш орфографийӗ: ӗнер, паян, ыран» регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Унта педагогсем, журналистсем, ӑсчахсем пуҫтарӑнчӗҫ. Мӗн пытармалли, тӗрӗс епле ҫырмалли пирки паян тӗрлӗрен шухӑшлакан пур. Унчченхи правилӑсене тавӑрмалла текенсем те, нимӗн те тӗкӗнмелле мар шухӑшлисем те тупӑнаҫҫӗ. Паянхи конференцире тухса калаҫнисенчен хӑшӗсем пӗр сӑмахах иккӗлле ҫырма май паракан самантсене пӗтермелли шухӑшли те сисӗнчӗ. Библие чӑвашла куҫарнӑ Ева Лисина, сӑмахран, унчченхи правилӑсемпе ҫыракан сӑмахсем ӑнланмалларах та, тарӑнрах пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлать. Шкулсенче чӑваш чӗлхи урокӗсен сехечӗ шучӗ чакса пынӑ вӑхӑтра уйрӑм е пӗрле ҫырасси пирки тавлашни хисепе тивӗҫсӗр текен те тупӑнчӗ. Конференцие Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Петр Краснов та хутшӑнчӗ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Енри суйлав тӗп комиссийӗн 2015 ҫулхи суйлавсенче икчӗлхелӗхе пӑхӑнмалла. Кун тӗлӗшпе «Ирӗклӗх» общество ҫыру янӑ. Суйлав тӗп комиссийӗн председателӗн Александр Цветковӑн ячӗпе янӑ ҫырура «Ирӗклӗх» хастарӗсем ЧР Конституцийӗпе тата «Чӗлхесем пирки» саккунпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енре вырӑс тата чӑваш чӗлхи пӗр танах пулнине палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах «Чӗлхесем ҫинчен» саккунра «суйлав бюллетенӗсем Чӑваш Енре вырӑсла пичетленеҫҫӗ» тесе палӑртнӑ. Анчах суйлав комиссийӗ йышӑнӑвӗпе вӗсене чӑвашла та, кирлӗ пулсан ытти чӗлхепе те пичетлеме май пур. Ҫавна май «Ирӗклӗх» суйлав тӗп комиссине бюллетеньсене вырӑсла та, чӑвашла та пичетлеме ыйтать. Май пулсан бюллетеньсене тутарла тата ирҫелле хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ. Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперне тата Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене суйлама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ регионсен шайӗнчи «Чӑваш орфографийӗ: иртни, хальхи, пуласси» конференцие хутшӑнма йыхравлать. Мероприяти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртет. Ҫак секцисем ӗҫлӗҫ: 1. Чӑваш орфографийӗн теори никӗсӗ. 2. Чӑваш орфографийӗн шкул вӗрентӗвӗнчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ. 3. Чӑваш орфографине пичетре тытса пырасси. Конференци чӑвашла тата вырӑсла ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Патӑрьел районӗнчи Турхан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсен III методика фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Фестивальпе килӗшӳллӗн уҫӑ уроксем тӗрлӗ темӑпа иртнӗ. Уҫӑ урок ирттерессипе Турханти Лариса Осиповӑпа Валентина Самарова, Нӑрваш Шӑхальти Нина Павлова, Патӑрьелӗн 1-мӗш шкулти Елена Переплкина, Надежда Михайлова тата Елена Бабаева, Патӑрьлӗн 2-мӗш шкулти Татьяна Дмитриева, Галина Хлебникова, Сӑкӑтри Елена Анюрова мала тухнӑ. «Чи лайӑх чӑваш литературин урокӗ» номинацире Аслӑ Арапуҫри Валентина Савинова, Патӑрьелти 2-мӗш шкулти Марина Иванова, Алманчӑ шкулӗнчи Галина Генералова, Хирти Пикшик ялӗнчи Альбина Пестрова маттур пулнӑ. Класс тулашӗнче мероприятисем ирттерсе Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Наталия Путякова, Алманчӑри Светлана Чихина палӑрнӑ. Фестиваль ҫӗнтерӳҫисене Патӑрьел район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн дипломӗсемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Конкурса хӑтшӑннисем Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен хушшинче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» конкурс иртрӗ. Вӑл пурӗ тӑватӑ пайран тӑчӗ: «Тӑван ен, манӑн шкул, манӑн педагогикӑри ӗҫӗм» паллаштару, «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» эссене хӑтлани, ӑста урокӗ ирттерни тата ҫавӑн пекех курава тӑратнӑ конкурс материалӗсене тишкерни пулчӗ. Пурӗ 9 вӗрентекен тупӑшрӗ: Канаш районӗн Шӑхасан шкулӗнчи Шерки Эльвира Николаевна, Ҫӗмӗрле районӗн Якуртушкӑнь шкулӗнчи Албутова Надежда Михаловна, Етӗрне районӗн Чирӗккасси шкулӗнчи Токарева Марина Васильевна, Элӗк районӗн Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи Петрова Алина Геннадьевна, Красноармейски районӗн Мӑн Шетмӗ шкулӗнчи Назарова Светлана Михайловна, Муркаш районӗн Чуманкасси шкулӗнчи Ефимова Альбина Николаевна, Вӑрнар районӗн Уравӑш шкулӗнчи Ермошкина Раиса Николаевна, Елчӗк районӗн Кӗҫӗн Таяпа шкулӗнчи Иванова Алевтина Афанасьевна, Шупашкар хулин 43-мӗш шкулӗнчи Тяхмусова Светлана Вячеславовна. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Мелинда Такач Венгрире чӑваш чӗлхине хисеплеҫҫӗ, вӑл унта пӗлтерешлӗ вырӑн йышӑнать-мӗн. Ҫакна Шупашкара килнӗ Мелинда Такач ҫирӗплетет. 28 ҫулти хӗр Чӑваш Ене чӑваш чӗлхине вӗренме килнӗ иккен. Мелинда вырӑсла калаҫма хӑнӑхнӑ. Вӑл Сегедри университетра аспирантурӑра вӗренет. Мелинда — археолог. Ҫав вӑхӑтрах вӑл атеистикӑпа кӑсӑкланма тытӑннӑ. Мелинда Такач чӑваш чӗлхи Хӗвеланӑҫӗнче сыхланса юлнӑ пӗртен пӗр тӗрӗк чӗлхи пулнине палӑртать. Венгр чӗлхине 400-е яхӑн чӑваш сӑмахӗ кӗнӗ-мӗн. Акӑ «пӑру», «ҫил», «сысна», «шӑпӑр» сӑмахсем пӗрешкелтерех янӑраҫҫӗ. Ҫаванпа унта Авалхи Венгри Пӑлхар халӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Мелинда Такач Шупашкара килсен «Ӑнӑҫу чӗлхи» курса ҫырӑннӑ. Вӑл халӗ унта чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеме ҫӳрет, ҫав вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче, вулавӑшсенче хӑй тӗллӗн вӗренет. Мелинда чӑвашсен ҫӗр ӗҫӗн терминологийӗпе кӑсӑкланать. Вӑл диплом ҫырать, ҫакна унта кӗртесшӗн. Мелинда палӑртнӑ тӑрӑх, Венгрире унӑн вӑхӑт сахал. Лекцисем итлемелле, вуламалла, кӗнеке редакцилемелле… Шупашкарта вара чӑваш чӗлхине вӗренмешкӗн никам та, нимӗн те кансӗрлемест. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ятарлӑ лекци иртрӗ. «Чӑваш чӗлхи — чӑваш халӑх кун-ҫулӗн ялтӑрми» ятлӑскерне Мускавра пурӑнакан тӗпчевҫӗ Александр Савельев ирттерчӗ. Лекци чӑваш чӗлхин кун-ҫулӗпе ҫыхӑнчӗ. Александр пирӗн чӗлхе тӗрӗк чӗлхи шутне кӗнине ҫирӗплетсе каларӗ, кӑна вӑл пирӗн чӗлхери базис сӑмахӗсем тӗпрен илсен тӗрӗк чӗлхи пулнипе ӗнентерчӗ. Ҫамрӑк тӗпчевҫӗ пирӗн чӗлхе ыттисемпе мӗнле ҫыхӑнура пулни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Этимологи урлӑ халӑхсен историне мӗнле тӗпчеме пуласси пирки чарӑнса тӑчӗ. Тӗслӗх пек вырӑс чӗлхине пӑлхар сӑмахӗсем ӑҫтан кӗнине ӑнлантарса пачӗ — хӑшне Танай пӑлхарӗсенчен илнине мӗнле пӗлмелле, хӑшне вара Атӑлҫи пӑлхарӗсенчен. Унсӑр пуҫне Александр Атӑлҫи Пӑлхарстанра мӗншӗн тутарсем ӗнентернӗ пек кӑпчак чӗлхи пулма пултарайманни пирки те асӑнчӗ. Сӑлтавӗ кӑпчаксем вӑл вӑхӑтра пачах урӑх вырӑнта тӗпленсе пурӑннинче тата кӳршӗлле халӑхсен лексикине ҫав тапхӑрта кӗнӗ сӑмахсем ҫуккинче. Лекцин пӗр пайӗ хӑш-пӗр чӗлхесенчи сӑмахсем чӑваш чӗлхинчи пек пулни ҫинчен пулчӗ, Александр ӑнлантарнӑ тӑрӑх ҫав сӑмахсен чылай пайӗ пӗрешкел илтӗнет кӑна, пирӗн чӗлхесем хушшинчи ҫыхӑнӑва кӑтартмасть. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Грибоедов ячӗллӗ Наци литературин вулавӑшӗнче иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Питӗр чӑвашӗсем тӑван чӗлхе кунне паллӑ тунӑ, аякра пулсан та тӑван чӗлхене манмалла маррине палӑртнӑ. Уява Эстонире пурӑнакан Пушкӑрт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ чӑваш ҫыравҫи Дина Гаврилова илем кӳнӗ. Пухӑннисене унӑн хӑйне евӗрлӗ пуян шухӑшлӑ, ҫӑмӑл вуланакан хайлавӗсем питӗ килӗшнӗ иккен. Вулакансем палӑртнӑ тӑрӑх унӑн кӗнекисенче асран кайми, чуна ӑшӑтса тӑракан ачалӑх, йӑх-тымар ҫыхӑнӑвӗ... Чӑваш Республикинчен тухнӑ тепӗр ентеш Алексей Ильин та хӑйӗн чӑвашла шӑрҫаланӑ сӑввисене вуласа панӑ. Пуху вӗҫленнӗ май Питӗр чӑвашӗсем тӑван чӗлхепе илемлӗ вулакансен ӑмӑртӑвне йӗркеленӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланса чей ӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ — Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ. Ҫакна Чӑвашра 2000 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗнче уяв ячӗпе уҫӑ урок иртнӗ. Ҫиччӗмӗш урокӑн темине «Чун туйӑмӗ» ят панӑ. Ӑна Надежда Климентьевна Тинюкова ертсе пынӑ. Ачасене ӑнланмалла пултӑр тесе вӑл тӗрле мелпе усӑ курнӑ. «Чун туйӑмӗ» калаври ӗҫсем шӑпах 7-мӗш классемпе пулса иртеҫҫӗ. Класс ҫуралнӑ куна уявлама пухӑнать, анчах пӑтӑрмах сиксе тухать. Светлана чунри туйӑмсене кун кӗнекине ҫырса пынӑ. Анчах вӑл класри пуҫтах хӗрачасен аллине лекет. Ӗҫ-пуҫ инкек-синкекпе вӗҫленме те пултарнӑ. Светлана пульницӑна лекет. Григорий Луч ҫырнӑ калав ачасен туйӑмне чӑннипех те хускатнӑ. Хайлаври ӗҫ-пуҫа тӗрӗс ӑнлантарма уҫӑ урока А.П.Тинюкова психолога та чӗннӗ. Вӑл ачасене кулленхи пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынне епле пулӑшмалли пирки каласа кӑтартнӑ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Иртнӗ ҫулсенчи пекех кӑҫал та «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» иртмелле. Вӑл акан 24-мӗшӗнче пулӗ. Хальхи вӑхӑтра вара диктант валли текст ҫырмалли конкурс иртет. Асилтеретпӗр, унчченхисене Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Марина Карягина хатӗрленӗччӗ. Хатӗр текстсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне ҫитерсе пама ыйтаҫҫӗ. Ыйтусем тухсан вӗсене human2000@yandex.ru электронл адреспа яма е ҫак телефонсемпе ыйтса пӗлме пултаратӑр: 8(8352) 45-07-87 (Петров Л.П.), 8(8352) 45-02-58 (Кузнецов А.В.). Кӑҫалхи диктанта Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа йӗркелеҫҫӗ, ӑна ирттерекенсен йышӗнче: Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телевиденийӗ, Чӑваш наци конгресӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӗремӗрсене ҫӳҫентерекен вӑрҫӑ тематикисӗр пуҫне, пурнӑҫ тӳпинчи чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшӗпе сумӗ тата малашлӑхӗпе кирлӗлӗхӗ пирки тепӗр хут аса илтересси, ҫак илемлӗ те арпашуллӑ тӗнчен кисревӗнче тӑван чӗлхемӗре малалла упраса аталантарасси. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |